| 8636 | Алӑ кукри пыр еннелле. | Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ |
| 8637 | Аслӑ вӑррӑн алли вӑрӑм, кӗҫӗннин кӗскерех. | Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ |
| 8638 | Вӑрӑ алли чӗтрет теҫҫӗ. | Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ |
| 8639 | Вӑрӑ аллине хурса хӑвармасть. | Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ |
| 8640 | Вӑрӑ вӑрӑм, куҫӗ чармак, пилӗкӗ ҫинҫе теҫҫӗ. | Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ |
| 8641 | Вӑрӑ вӑрӑм, пичӗ-куҫӗ сарлака. | Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ |
| 8642 | Вӑрӑ вӑрӑнне вӑрлать. | Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ |
| 8643 | Вӑрӑ вӑрламасӑр чӑтаймасть. | Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ |
| 8644 | Вӑрӑ вӑрласа пуйман, пуҫне ҫухатнӑ анчах пулнӑ. | Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ |
| 8645 | Вӑрӑ вӑрлать те, стена юлать; вут тухать те пурне те шӑлать. | Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ |
| 8646 | Вӑрӑ вӑрра шанмасть, ясар ясара шанмасть. | Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ |
| 8647 | Вӑрӑ пул та, чее пул. | Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ |
| 8648 | Вӑрӑ пуласси ачаран паллӑ. | Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ |
| 8649 | Вӑрӑ пулма шуйттан илӗртет. | Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ |
| 8650 | Вӑрӑ пуҫӗ ҫинче ҫӗлӗк ҫунать. | Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ |
| 8651 | Вӑрӑ тени яла пырса ан кӗтӗр. | Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ |
| 8652 | Вӑрӑ туса арӑк-ҫан тӑсӑлмасть теҫҫӗ. | Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ |
| 8653 | Вӑрӑ тытиччен вӑрӑ ту. | Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ |
| 8654 | Вӑрӑ хӑҫан та пулин тытӑнатех. | Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ |
| 8655 | Вӑрӑ-хураха халӑх шеллеме хушман. | Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ |
| 8656 | Вӑрӑпа вӑрӑ ҫӳрет, лайӑх ҫынпа лайӑх ҫын ҫӳрет. | Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ |
| 8657 | Вӑрӑпа пӗрле тытӑнсан хӑтӑлӑп тесе ан ӗмӗтлен. | Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ |
| 8658 | Вӑрӑпа пӗрле хӑтӑлӑп тесе ан шухӑшла. | Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ |
| 8659 | Вӑрӑран пӳрт юлать, вут-кӑвартан кӗл юлать. | Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ |
| 8660 | Вӑрлаканӑн пӗр ҫылӑх, ҫухатаканӑн ҫӗр ҫылӑх. | Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ |
| 8661 | Вӑрлама кайиччен ыйткалама ҫӳре. | Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ |
| 8662 | Вӑрламасан ҫын пуймасть. | Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ |
| 8663 | Вӑрланӑ ҫӑкӑр пыра ларать. | Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ |
| 8664 | Вӑрланӑ укҫа вырӑна пымасть. | Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ |
| 8665 | Вӑрланӑ япалана ниҫта хорса та шӑнӑҫтармалла мар. | Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ |
| 8666 | Вӑрлани виҫ кунлӑх теҫҫӗ, | Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ |
| 8667 | Вӑрланине курсан курман тесе кала. | Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ |
| 8668 | Вӑрласси йӗпрен пуҫланать. | Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ |
| 8669 | Вӑрласси хӑйӗннех хӑвалать. | Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ |
| 8670 | Вӑрман вӑрри вӑрӑ мар теҫҫӗ вирьялсем. | Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ |
| 8671 | Вӑрра вӗреннӗ ҫын армана вӗреннӗ йытӑ пек. | Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ |
| 8672 | Вӑрра вӗреннӗ ҫын хӑйӗн ҫӗлӗкне те пулсан вӑрлать. | Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ |
| 8673 | Вӑррӑн алли илет те, ҫийӗ ҫӗклет. | Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ |
| 8674 | Вӑррӑн алли кукӑр теҫҫӗ. | Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ |
| 8675 | Вӑррӑн куҫӗ чармак тет. | Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ |
| 8676 | Вӑррӑн пӗр ҫылӑх, хуҫан ҫӗр ҫылӑх. | Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ |
| 8677 | Вӑррӑн пурнӑҫӗ малалла каймасть. | Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ |
| 8678 | Вӑррӑн суйи тухсах пырать теҫҫӗ. | Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ |
| 8679 | Вӑррӑн шӑпи тулать. | Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ |
| 8680 | Йӗрпе вӑрӑ тытӑнмасть. | Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ |
| 8681 | Йытӑ ҫук ҫӗрте вӑрра ирӗк. | Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ |
| 8682 | Калхусӑнне вӑрла, ҫыннӑнне ан тив. | Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ |
| 8683 | Калхусӑнне вӑрлани — вӑрлани мар, вӑл хамӑрӑн. | Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ |
| 8684 | Качака купӑста ҫине вӗренсен ҫавӑнталлах каҫ та, ир те, ҫын та вӑрӑ тума вӗренсен ҫавӑнталлах. | Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ |
| 8685 | Кашнин алли хӑй енне кукӑр. | Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ |